Шырав: сара{й}

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

сарă

II. (сар)

сарă — старинное женское украшение в виде расшитого и унизанного бисером четырехугольника или треугольника, подвешиваемого сзади к поясу
сарă çых — привешивать сара
сарăрăн хӳри сар чечек, сарăп-çыхăп — мĕн тăвăн? — фольк. бахрома сарă — что желтый цветок, расправлю и повяжу

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сая кай

, пропасть даром, без пользы. ЧС. Халĕ ĕнтĕ сая каймалла пултăн-ĕçке! Сĕт-к. Сая кайĕ, тесе, ан шохăшла та! Вовсе и не думай, что напрасно пропадет. Календ. 1911. Ытлашши нумай парсан, вăл тутлине суйласа сиет те, юлашкине таптаса варалать, çапла апат ахалех сая каять. Ядр. † Çӳçе çӳлчи ма саралать? — Туратти сая каясран. Эпир мĕншĕн çитĕннĕ-ши? — Сарă хĕр сара каясран (чтобы девушки неостались старыми девами). Султангул. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç, сая каяссăн туйăнать; кайин кайĕ те, лĕпĕш пек чунăм шел анчах.

сарамак

(сар+амак), назв. болезни, желтуха. Хорачка. Б. Олг. Сарамак; çын сап-сарă полса каят, войсăрланса каят, йосамасан, вилет. Она йосама полат, только тытас полат сар-кайăка, сар-кайăк ашне çиес полат. Юине (= йăвине) йӳç (= йăвăç) торатĕнчен çаксарса (= çакса ярса) туат, ут хӳрирен туат, калаччĕ она сар-кайăк юи. Вăл сара. Якейк. Сарамак ерсен, çын сап-сарă полса типсе каять. Сар-кайăк йăвипе е тĕкĕпе хĕрĕх конччен хĕрĕх хут шăва куртсен, сарамак ернĕ çын чĕрĕлет. См. сарă-чир, сарă ӳкни.

сарă кайăк

сар кайăк, назв. птицы. Магн. Сар-кайăк, иволга (птичка). N. Эс тăван çырулăхăн, тăван чĕлхен малтанхи сар-кайăкĕ. Ты — первая иволга родной письменности и родного языка. МПП. Сар-кайăк, серая мухоловка. ЩС. Сар-кайăк, канарейка. Ст. Чек. Сар-чиртен сар-кайăк аван (полезна). Питушк. Сарă-кайăк сиплĕ япала, сар ӳксен ăна çитараççĕ, йăвипала шыва кӳртеççĕ. ГТТ. Сар-кайăк, паренные перья этой птицы употребляют при лечении желтухи. Мыслец. Сар-кайăк, желтая птичка. Якейк. Сар-кайăк вăл сап-сарă, шăнкăрч пушшĕ кайăк; он тĕкне вĕретсе ĕçсен, сара-макран чарăнать, теç. Ст. Шаймурз. † Юртат пурсай (борзая) вăрман хĕрипе лайăх сарă-кайăка суйласа. N. † Сар-кайăк пек тăванăмсенчен епле уйрăлас-ши. Пазух. Сассăм сарă-кайăк та, ай, сасси пек, чĕлхем хура чĕкеç те, ай, чĕлхи пек. N. † Сарă-кайăкăн савнасси улăх ути çăлаччен (= çуличчен).

сара

(сар’а), то же, что сайра. Сĕт-к. Сара анчах пор, пре пăхнипах паллияс çокки. Пшкрт. Сара-хутра, редко; изредка.

сырăн

обуваться. О сохр. здор. Вара сивĕ пулсан, тин лайăхрах тумланса, сырăнса çӳрес пулать. || Надевать, одевать, навертывать. КС. Ала 75. † Хир-хир урлă килтĕмĕр, çинçе сурпан сырнасшăн. Юрк. † Çĕнĕрен пĕтернĕ çĕнĕ сурпан, пар йинкене (жене „пичче“) сырăнма. Б. Олг. Арăм сорпан сырăнат. || Облеплять. КС. Паян урапана пит сырăнать (грязь липнет пластами). Çатра-М. † Тăвайкки çинчи тонкати сарă кăткăсам сырăннă; сара вăрăм хĕрсене сар ачисем сырăннă (облепили). Юрк. † Кĕреке тавра сырăнма хура шăна мар эпир. || Окружать, обступать. N. Вара ăна йĕри-тавра сырăнса илнĕ те, пуçĕнчен çапса çĕре ӳкернĕ. N. Питĕрĕнсе ларнă çуртсем тавра çарĕпе сырăнса ил. Янш.-Норв. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна çырăнса илеççĕ те: салам пар та салам пар, тесе, кăшкăрса тăраççĕ. Якейк. Мана йăтăсам сырăнса илчĕç, аран-аран пăшалпа хăваласа ятăм. || Приставать. Трхбл. Паян пăвансем лашана пит сырăнаççĕ. N. Тĕтĕм шăршипе ӳпресем, вăрăм-тунасем сырăнмаççĕ. || Прививаться. Пшкрт. Хорт сырăнат йӳç çомня. Якейк. Пыл хорчсем çăка çине сырăнса илнĕ.

çырлах

(с’ырлах, с’ирлах), помиловать; быть принятой (о молитве, жертве). Хăр. Паль,. 29. У-ух, епле аслати кĕрлет! çырлахтăрах... Юрк. Çырлахтăр (турра панă выльăх силленни). Букв. 1886. Турă кăна çырлахтăр. Избави бог! Сиктер. Килĕшпе, ачам-пăчампа çырлах. N. Ват (= вот) пирĕн чăвашсем çăмăр чук тунă чух çапла чӳклеççĕ чĕкету, çырлах; тепе киремечĕ, çырлах; хĕрлĕ çыр, çырлах камалсăр, çырлах; хурхан-вар, çырлах; мĕн пур киреметсем, пӳхампарсем, хĕвел ашшĕсем, çĕр ашшĕсем пурте кĕлĕре пулăр, теççĕ. ЧП. Ах тур, çырлах, лашисем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. N. Çырлахах, турă! тетĕп: мĕн аслăш пулĕ апла тĕнче? N. Турах çырлахтăр. Могонин. Эх, çырлахах, тур. Русак. Çырлах, турă, ӳкрĕм — пуççапрăм, пĕр турра асантăм, витĕнтĕм. Ан пăрах, турă, çырлах, турă. (Моление). КАЯ. Çапла чӳклесе пĕтерсен, чӳкки-кĕлли чипер çырлахса кайтăр тесе, выртса çывăраççĕ. (Тайăн сара). Вырăсла пурăнакан çын (т. е. тайăн сăрана) ĕçсессĕн, е сăхсăхса ĕçсессĕн, чӳк çырлахмасть, теççĕ. ЧС. Йăваш, тӳлек çӳремесен, чӳк çырлахмас. N. Вăлă (источник) акă мĕлле чӳклесен çырлахĕ: пилĕк çăмарта, салат, пĕр çăкăр сăмси ил те, çав çăла кайса яр, вара вăл çырлахĕ. См. çăл. СЧЧ. Пичче каларĕ: эпĕ каятăп (опускать мимĕр в прорубь), анчах мимрине çулăрах тăвăр; çулăрах тусан, хытăрах çырлахĕ, терĕ. (Жертва воде при шыв титни). Ходар. Ку çырлахран (так!) пуçласа чăсарах (протяжнее) каламалла (молитау. Чӳклеме). Т. VI. 27. Çырлах, ырă хĕрт-сурт, çырлахсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт, çырлаха парсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт. И. С. Степ. Çырлах, прими. ППТ. Хăш çулне шалт тĕлĕнмелле, выльăхсем хускалмаççĕ те, тата силленессе те час силленеççĕ. Вара хăйсем те: ай-ай! кăçал час çырлахăрĕ, тесе, пит хавасланаççĕ. N. Итлемесен, чӳкĕсем çырлахмасран хăранă. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, çырлахтарах, турă! темле йăтă, пуçне çулелле каçăртнă, куçĕсем вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет. Сактер. Чӳклекен: çырлахрĕ, тесе, пусма тытăнать (быка). || Помириться, примириться. Бгтр. Лешсем: вил шапапа анчах çырлахатпăр, тесе калаçаççĕ, тет. || Пропасть, погибнуть. Перев. Рак хăй çакăнта çырлахассине хăех пĕлсе тăрать ĕнтĕ те (рак знает, что ворон его сьест), калать. СТИК. Куршĕсем пуртта илсе карĕç те, илсе килмерĕç, çавăнтах çырлахрĕ вара. || Помилование. СПВВ. Турăран çырлах пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. || Моленье. СПВВ. ПВ. Çырлах тăвас турра.

кус

кос (кус, кос), катиться. N. Пăрçа пĕрчи кусса пырать. Горошина катится. ЧП. Пăрçи тула пуçласассăн, тăрни кусса пырать-çке. Ск. и пред. 91. Тăшман чĕри лăпланĕ хĕвел кусса тухиччен. Якейк. Тырри сара та, ани косать анчах (жнется быстро). Ск. и пред. 73. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. К.-Кушки. Урапа кусат. Б. Куссан-куссан, урапа та такăнать. Çутт. 133. Е пĕрмай кусса урапа хĕрсе çитет, вут тивсе каять. || Идти, бежать. В Пшкрт. — просто в смысле чуп. N. Мана пичче: кус киле, тĕрĕ. Тюрл. Кус-ха, çанта кайса кил-ха! — Йытă пăх (п̚о̆х') ту-ха! Ступай-ка, сходи туда! — Пойду, чорта с два! СПВВ. ПВ. Кус! = беги! — Кускалаçа çӳрет, кусать — урапа, насекомое. Такмак. Çӳлĕн-вĕçен, çĕрĕн-кусан, пурте пырăр туй курма! Якейк. Кос-ха, пăру кайса илсе кил-ха. Ib. Лешеккине (на ту сторону, напр. оврага) косса кайса килтĕм. Ib. Эс паян пасара косса кайса косса кил (сбегай); эс килсенех, авăн сарăпăр. N. Утна яр та, çуран кус, теççĕ. (Послов.). Мусир. † Ай тантăшçăм, тантăшçăм! Ир те кусса пыраттăн, каç та кусса пыраттăн. N. Кусăр каллех, хăвалăр (догоняйте). N. Кусăр (ступайте), пĕри-пĕри кайса илсе килĕр çав шăллăра. Ск. и пред. 19. Ак мĕлкесем кусаççĕ, Кăвакал шурĕ енчен сиккипеле каяççĕ. Альш. Кус-ха, ывăлăм, мачча çине улăхса, çарăка пăхса кил. N. Кус-ха, кайса пĕр ĕнине пус-ха. N. Кус, кала. Ступай, скажи. БАБ. Кусăр пĕрех хут хăр вырăнăрсене; хăçан çуртăрсене ише-ише антариччен пурăнăр, унтан вара хуть те ăçта кайăр, манăн ĕç çук. || Жировать (гулять в лесу). || Обгуляться, случиться. Б. Олг. Ĕне перĕн косрĕ. Срв. анат.-тур. косӳ, коснӳ (у Сами-бея).

куштар

понуд. ф. от гл. куш. Кан. Ача-пăча кипкине те сара-сара çакса куштарать.

хĕлĕхсĕр

без волос. || Переносно — слабый (сара хутра калаччĕ). В. Олг. || Зябкий.

ача ту

(т̚у), partum edere, родить ребенка. Курм. Теменке çол порнаççĕ вăсам, арăмĕ ача тумаçть. Они прожили много лет, но жена его не родила детей. Чист. Унта вара ват карчăксем те пыраççĕ; ача тума пăрахнисем кăна пыраççĕ, çамрăккисем пĕри те пымаççĕ. Туда приходят и старые старухи; приходят только те женщины, которые уже перестали родить детей, а из молодых не приходит ни одна. Артюшк. З69°. Пĕр пичĕ уйăх, тепĕр пичĕ хĕвел ача тăваканне илер, тенĕ. Возьмем такую, которая рожала бы таких ребят, у которых одна щека была бы месяц, другая — солнце. Ст. Чек. Мĕн пур пĕр ар турăм та, урăх тумарăм та... Я родила всего только одного ребенка. Ib. Тăват ача çынпа тунă. Родила четверых от чужого (при живом муже). Альш. Эпĕ лайăх ача тăваймарăм, ялан пăрахса пытăм. У меня не было благополучных родов, а все выкидыши. Ib. Ăнман арăм вăл, ялан хырăм пăрахать. Якейк. Хĕр-арăм сара хутра анчах вон ачаран ытла тăвать. Женщина редко родит больше десятерых (у женщины редко бывает больше десятерых детей).

Выл

или Вылă, назв. реки Вылы, притока Суры. N. Выла пол тытма карĕ. Выла шăва кĕме карăмăр. Выл çинче порнать. Никит. Вылра мĕн кун шыв тулать, çав кун тырă акмалла. Эпир çур. çĕр.-шыв. 24. Вылă кăнтăр енчен юхса анать те, Сара тухать. Якейк. Выллăн, Выла (с одним «л»), Вылтан.

вылянтар

понуд. ф. от вылян_. Сказки и пред. чув. 34. Икĕ аллин пӳрнисемпе кушак-кайăк вăййине вылянтарма тапратать. Капк. 1929, № 6. Вăрăм авăрлă пичете вылянтарать-çеç. Сказки и пред. чув. 69. Е пир тĕртме ларать те, вылянтарать ăсине. П. П. Т. Чикке çитсен, чи малтан пурте çумăнчи мĕн пур япалисене (т. е. одежду) çӳлелле (ывăтса), шăрăхра кураксем, чавкасем вылянă пек анчах вылянтараççĕ. (Сĕрен). СТИК. Купăса вылянтарат-кăна (играет хорошо). N. † Çичĕ те пиллĕк сарă курка — вылянтарăр аллăрта; çинçе пӳлĕ сара хĕр — вылянтарăр умăрта. Сред. Юм. Илсе кĕнĕ пĕр четвĕрт эрех те, ахаль вылянтарать вит! (и давай распивать!).

витре

(витрэ), ведро. Орау. Витрери шыв пӳртре виçĕ сахатрах (или: виçĕ сахат хушшинчех) ăшăнса кайнă. Сред. Юм. Витре тĕпĕ йôхакан пôлсан, витре кôтне таттарса, çĕнĕрен тĕп хôрса тĕплеттереççĕ. Икково. Çак витре шыва корăк çине тăк. Орау. Кăмпана витри-витрипе йăтаççĕ пысăк пиччесем. Ст. Чек. Витрене кутăн сывласан, сунас пулат, тет. N. Витререн тăкнă пак (о ливне). КС. Çăмăр витререн ярат (как из ведра). Орау. Çăмăр çăват çав — витререн ярать. Сред. Юм. Йôтран хăна чĕнсе, сара ĕçекен çын патне ялти ратнисĕм витре сăра илсе каяççĕ. N. Витре çинчен хăш чух пит çуса илет (умывается из ведра). N. Шыв кутĕнче шыв ăсма патья е витре çук.

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

утма

две ленты при хĕрес кантăри, не одного цвета, висящие вдоль спины (иначе — хăю). Абаш. Юрк. † Сарă пурçăн утмине пĕре çыхма пĕр тенкĕ. IЬ. † Сарă вăрăм утмине лаша çине ятăмăр... IЬ. † Хура кĕске утмине ут хӳриие çыхрăмăр. Пазухин. Сара вăрăм утмине лаша çине ятăмăр.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

бродить

II, 1 и 2 л. не употр. несов. йӳç, йӳçĕх; пиво бродит сара йӳçет.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

жёлтый

прил. 1. сарă (тĕс), сара тĕслĕ; 2. перен. принципсăр (хаçат-журнал); ◇ жёлтая вода мед. сарă кара (куç чирĕ); жёлтая лихорадка сарă сивчир (тропик чирĕ); жёлтый дом уст. сарă çурт (ăсран тайăлнисен больници).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

сыр

«обувать», «обуваться»; ура сир «обуваться, т. е. обмотать ноги онучами или портянками и надеть лапти или сапоги»; тат. cap «окутывать», «обматывать»; азерб. сары, туркм, сара «обвёртывать», «обвивать», «обвязывать», «обматывать», «наматывать»; тур. cap «обнимать», «охватывать»; «завёртывать», ««заворачивать», «обвĕртывать»; «окутывать», «обвязывать»; «окружать», «обступать», «оцеплять»; «опоясывать», «повязывать»; «наматывать»; якут. сӧрӧӧ «обматывать», «обвивать», «опутывать».

чара

«большое деревянное блюдо, в котором месят тесто для лепешек»; кирг., алт. В, ойр. чара, узб. чора, казах. шара, абак. сара «большая деревянная чаша»; саг. сара «большая деревянная чаша, над которой сеют муку»; ср. монг. цар «большая деревянная чаша».

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Кĕлсере

мусульм. ж. и. (Дан. ДТП, 1980, С. 133); тат. ж. и. Гөлсара, узб. Гульсара (гул/гол + перс. сара "чистая".

Суркки

и. ж. Т.-И.-Шем. (Ашм. Сл. XI, 201); (?) араб. (< др.-евр.) ж. и. Сара "госпожа" (Гаф. ИИ, 188).

Çавăн пекех пăхăр:

сарăх сарăхорăн киремечĕ сарăхтар сарçи « сара{й} » сарай сарай çунатти сарай çырми сарай кашти сарай ом

сара{й}
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150